Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче регионсен хушшинче чăваш чĕлхипе литератури олимпиади иртрĕ. Мероприятие вĕренекенсен пултарулăхне аталантарас, тăван чăваш чĕлхине вĕренес кăмăлне ÿстерес, чĕлхе пĕлĕвĕпе культура тĕлĕшĕнчен çивĕч ăслă ачасене тупса палăртас, тĕпчев ĕçне хутшăнма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Регионсен хушшинчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиадине 9, 10, 11-мĕш класра вĕренекенсем, олимпиадăн 2-мĕш тапхăрĕнче çĕнтернĕ тата иртнĕ çулхи регионсен шайĕнчи чăваш чĕлхи тата литератури олимпиадин çĕнтерÿçисем, çавăн пекех Тутарстан Республикинчи, Чĕмпĕр облаçĕнчи вĕренекенсем хутшăннă. Тупăшура пурĕ 138 вĕренекен хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Куславкка районĕнчи Энтри Пасар вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Индюкова Софья призер ятне тивĕç пулчĕ. Софийăна пур ăшă кăмăлтан саламлатпăр, малашне те ăнăçу тата çитĕнÿ сунатпăр.
МБОУ "Андреево-Базарская СОШ"
Козловского муниципального округа Чувашской Республики
Козловского муниципального округа Чувашской Республики
Чăваш Республикин Куславкка муниципаллӑ округӗн
«Энтри Пасарĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул»
«Энтри Пасарĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул»
Софья Индюкова – олимпиада призерĕ
- Информация о материале
- Автор: Митрофанова Е.В.
- Просмотров: 198
