A A A Ц Ц Ц Ц

ШРИФТ:

Arial Times New Roman

ИНТЕРВАЛ:

х1 х1.5 х2

ИЗОБРАЖЕНИЯ:

Черно-белые Цветные
МБОУ "Андреево-Базарская СОШ"
Козловского муниципального округа Чувашской Республики
Чăваш Республикин Куславкка муниципаллӑ округӗн
«Энтри Пасарĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул»

 

     Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2022» акци ирттерчĕ.

    Акцин тĕллевĕпе задачисем çаксем пулчĕç: чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси, тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси,  чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси. Энтри Пасар вăтам шкулĕнчен акцие 12 вĕренекен тата 3 вĕрентекен хутшăнчĕ.