A A A Ц Ц Ц Ц

ШРИФТ:

Arial Times New Roman

ИНТЕРВАЛ:

х1 х1.5 х2

ИЗОБРАЖЕНИЯ:

Черно-белые Цветные
МБОУ "Андреево-Базарская СОШ"
Козловского муниципального округа Чувашской Республики
Чăваш Республикин Куславкка муниципаллӑ округӗн
«Энтри Пасарĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул»

      Апрелĕн 29-мĕшĕнче пирĕн республикăра Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне паллă тăваççĕ. Çак кун 30 çул каялла, 1992 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутачĕсем Чăваш Республикин Патшалăх гербĕпе Патшалăх ялавĕ пирки калакан положенисене, Чăваш Республикин гимнĕн текстне çирĕплетнĕ.

      Чăваш Енĕн патшалăх символĕсем республикăн нумай ĕмĕрхи историне, ăс-хакăл пĕрлĕхне тата чăваш халăхĕн ăс-тăнне пĕтĕçтерсе тăраççĕ. Вĕсем Чăваш Ен хăйсемшĕн хаклă пулса тăракансене наци еткерлĕхне сыхласа хăварас тата хушса пырас ĕçре пĕрлештереççĕ.

      Ялав тата герб çинче ÿкернĕ наци орнаменчĕн паллисем халăх йăли-йĕркипе культурине, унăн тĕнчекурăмне сăнлаççĕ. Гимнăн мăнаçлă кĕвви, вăхăт тата ăрусен опычĕн, тĕрлĕ наци çыннисен килĕшĕвĕпе туслăхĕн шухăш-туйăмне сăнланă май, тăван республикăна малалла аталантарассишĕн чуна парса ĕçлеме хавхалантарать.

     Энтри Пасарӗнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вӑтам шкулта вренекенсемпе Чӑваш Республикин символĕсен пĕлтерĕшĕсем ҫинчен калаҫрĕҫ, презентацисем пӑхрĕҫ, викторина ыйтӑвĕсем ҫине хуравларĕҫ. 6 класс ачисем Чӑваш Республикин гербне, ялавне ӳкерчĕҫ.

      Патшалăх символĕсене хисепе хуни çынсен гражданла аталанăвĕн, харпăр хăйĕн наци ăнланулăхĕн шайне, общество интересĕсесене мала хурса ĕçлеме хатĕр пулнине кăтартса парать.