A A A Ц Ц Ц Ц

ШРИФТ:

Arial Times New Roman

ИНТЕРВАЛ:

х1 х1.5 х2

ИЗОБРАЖЕНИЯ:

Черно-белые Цветные
МБОУ "Андреево-Базарская СОШ"
Козловского муниципального округа Чувашской Республики
Чăваш Республикин Куславкка муниципаллӑ округӗн
«Энтри Пасарĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул»

       Кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Эпир – чăвашсем, чӑвашла калаҫатпӑр. Чăваш чĕлхи пуррипе чăваш халăхĕ пур, мĕншĕн тесен чĕлхе нацие пĕлтерекен паллăсенчен чи кирли, тĕп палли. Чăваш чĕлхи чăваш халăхĕн наци пуянлăхĕ пулса тăрать. Чăваш Республикин Аслă Совет Президиумĕн 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнчи Постановленийĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чӑваш халӑхне ҫутта кăлараканĕ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхин кунне уявлатпăр.

       Ҫак ятпа паян Энтри Пасар вӑтам шкулĕнче «Эпир чӑваш йăхĕнчен» уяв концерчӗ иртрӗ. Концертра чӑваш чӗлхи ирӗккӗн те мӑнаҫлӑн янӑрарӗ, чӑваш юрри-ташши ҫепӗҫҫӗн шӑранчӗ. Пурне те уяв ячĕпе саламлатпăр!!!